Пятница, 04.07.2025, 14:19
Самый классный классный
Приветствую Вас, Гость!

Главная
Меню сайта
Календарь новостей
«  Июль 2025  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
28293031
Поиск
Друзья сайта
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Наш опрос
Не жалеете ли вы, что выбрали профессию педагога
Всего ответов: 42

Эсир пуртан килуртăм ăшă  (Аннесен кунĕ ячĕпе ирттернĕ уяв сценарийĕ)
 Урока ирттерекенĕ: кĕçĕн класри ачасене вĕрентекенĕ Данилова Алёна Николаевна

 Тĕллевĕсем:

     1)      çемьере  чи хаклă çынсене – аннесене, асаннесене, кукумуйсене  хаклама, вĕсене хисеплеме, упрама, юратма  вĕрентесси;

2)      ачасен çыхăнуллă пуплевне, литература чĕлхине, тавракурăмне, шухăшлавне аталантарасси;

3)      амăшĕсемпе ачасем хушшинчи пĕр-пĕрне ăнланас, пулăшас туйăма вăйлăлатасси, ăшшăн калаçас,сапăр пулас хăнăхусене аталантарасси.

 Кирлĕ хатĕрсем:

Компьютер, мультимедиа проекторĕ, экран, магнитофон, юрăсен фонограммисем; ачасем хăйсен çемйине халалласа кăларнă стена хаçачĕсем тата хайлавĕсем, ÿкерчĕксен выставки, шарсем, чечексем

 Уяв  юхăмĕ

 

(Класа ятарласа илемлетнĕ. Уява ачасен амăшĕсене, асламăшĕсене чĕннĕ.)

 Ачасем класа илемлĕ кĕвĕ янăранă май кĕрсе майлашăнса тăраççĕ.

 1-мĕш ача. Ырă кун, савнă тăванăмăрсем!

2- мĕш ача. Аван-и, çывăх çыннăмăрсем!

Пĕрле: Пурне те хаваслă кулă, ырă кăмăл, пысăк телей сунатпăр!

 

3- мĕш ача:

Тем-тем сăмах каласшăн

Ача тăсать алне.

Вăл туртăнать хавассăн

Хăй амăшĕ патне.

 

4- мĕш ача:

Анне!

Çак ят чи çывăх,

Чи чаплă çĕр çинче.

Пурнать вăл ĕмĕр сывă

Кашни çын чĕринче.

 

Экран  çинче: Анне – пурнăç илемĕ!

 

 Ертÿçĕ: Анне… Мĕн тери хаклă çын вăл! Мĕн тери çепĕç, çывăх та таса сăмах вăл «анне»! Тĕнчери пур чĕлхепе те вăл ачаш кĕвĕ пек янăрать. Шартлама сивĕ çурçĕрте-и, тÿсейми шăрăх кăнтăрта-и, вĕçĕ хĕррисĕр пуш хирте-и – пур çĕрте те телейлĕ пуласлăх ачисем амăшĕн кăкăрĕ еннелле кăпăшка аллисемпе туртăнаççĕ.

     Анне  вăл – хĕвел ăшши,

     Анне  вăл – тĕпел кукри,

     Анне  вăл – тĕнче çути,

     Анне  вăл – пурнăç тĕкки.

 Ертÿçĕ:Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн çĕр-шывра Аннесен кунне  ирттереççĕ. Çак уявра вĕсене пурте саламлаççĕ, телей сунаççĕ, парнесемпе чыслаççĕ.

 

 Экран çинче: Чÿк уйăхĕн вĕçĕ - пирĕн çĕр-шыври  Аннесен кунĕ.

 - Хăçан уявлама тытăннă-ха çак чаплă уява?

 - Аннесен кунне уявласси  19 ĕмĕрте Западная Вирджиния ятлă Америка штатĕнче пуçланнă. Çавăнтанпа Америкăра пĕтĕм çын çак кун хăйсен амăшĕсене уявпа саламлаççĕ, чечексемпе парнесем параççĕ, открыткăсем çырса яраççĕ.

Пирĕн çĕр-шывра çак уява хальтерех çеç уявлама тытăннă . Уява пуçарса яраканĕ Раççейĕн пĕрремĕш президенчĕ Б.Н.Ельцин пулнă. (30 январь 1998çул). Аннесен кунне ноябрь уйăхĕн юлашки  вырсарни  кунĕнче паллă тăваççĕ.Çак куна паллă туса эпир хамăрăн аннесене чун-чĕререн юратнине, вĕсене хисепленине, яланах пулăшма хатĕррине кăтартса паратпăр.Аннесен уявĕ – çамрăк уяв, анчах та çулран çул  уява паллă тăвасси йăлана кĕрсе пырĕ тесе шансах тăратпăр.

 

Ертÿçĕ: Кашни çыннăн пурнăçĕнче телейлĕ самант пур. Аннесемшĕн  вăл хăçан-ши? Тăнласа пăхар-ха.

(Ачасем хуравла ççĕ.)

 Ертÿçĕ: Çапла вара аннесемшĕн чи ырă, чи телейлĕ самант – çĕр çине эсир, вĕсен пепкисем,  килни. Тин çеç çуралнă пепке-и вăл, е ÿссе çитнĕ яш каччă е пике, е самаях çулланнă çын- пуриншĕн те анне чи хакли, чи çывăххи.

 Экран çинче: Амăшĕ хăйĕн пепкипе, амăшĕ ачине шкула ăсатать. 

Ертÿçĕ:  «Анне» тесенех пирĕн ума çĕр çинчи чи илемлĕ те юратнă çывăх çын тухса тăрать. Вăл пире ачашлать, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентет, ырлăхра пурăнма пиллет. Эпир унпа чуна уçса калаçма, канашлама пултаратпăр.

 5- мĕш ача:

Кам ирттернĕ маншăн куç хупмасăр

Çил-тăманлă вăрăм каçсене?

Эсĕ мар-и чăтнă çывăрмасăр

Талăкшарăн, хаклă çын – анне?

 6- мĕш ача:

Каламан эп пĕр усал сăмах та

Сулхăнраххăн, сиввĕнрех пăхса.

Калас марччĕ тетĕп нихăçан та

Пĕр хивре сăмах та пурнăçра.

Çапла мар–и, хаклă çын – анне?

 

7- мĕш ача:

Анне тесен, çĕр-шывăм куç умне

Тухать мăнаçлăн, анлăн сарăлса.

Тăван çĕр-шыв тесен, тухать анне

Ик куç умне сăпайлăн йăл кулса.

 8- мĕш ача:

Пурнăç çулĕн çĕн кун илемне,

Парнелерĕн сăпка юррине.

Ĕмĕр-ĕмĕр пурнан чĕрере,

Çепĕç чунлă юратнă анне.

 9- мĕш ача:

Инçете пурнăç çулĕ чупсан,

Шурă çÿç тăнлава хупласан,

Ан хурланччĕ, анне, чĕререн

Ачусем аякка вĕçнĕрен.

 10- мĕш ача:

Çунат хушнă ĕлккен кайăкла

Таврăнатпăр тăван кил-çурта,

Çук саеран çывăх çын тĕнчере,

 Пурте:  Пурнăç панă юратнă анне!

 (Ачасем юрă юрлаççĕ.)

 

Экран çинче: Г.Н.Волков  академикăн  «Кил илемĕ» кĕнеки

 Ертÿçĕ: Ĕлĕк çынсем кĕнеке тавраш вулайман. Апла пулин те ачисене тĕрĕс воспитании пама пултарнă. Чăвашсен паллă ăсчахĕ Г.Н.Волков  академик «Кил илемĕ» кĕнекере çапла çырнă. (Малалла вĕренекенсем черетпе пĕрер предложении калаççĕ.)

« Тăван килте анне хĕвел пулса çÿрет, ачисене хĕвел пулса пăхать».

«Анне çук тăк хĕвел яраймăн ху тĕлне, анне пур тăк чĕрÿне те хĕвел кĕрĕ».

«Виçĕ çулхи хĕр пĕрчи сана пулăштăр, виçĕ çулхи арçын ача хăвна хÿтĕлетĕр».

«Амăшĕ ĕçлĕ чух ачи ахаль ан лартăр».

«Çакна ас ту амăшĕ: чи лайăххи – ачасем валли».

« Амăшĕн мĕн чухлĕ ĕçлеме тивнине ача-пăча пĕлсе тăтăр, вĕсен ĕшеннĕ аллисемпе ывăннă куçĕсене курса тăтăр».

 

Ертÿçĕ:Анчах темшĕн-çке хăш чухне эпир аннесем ĕçрен ывăнса килни, вĕсене кăштах та пулин пулăшмалли çинчен манатпăр. Аннесем яланах  çамрăк, илемлĕ пулччăр тесен пирĕн вĕсене май килнĕ таран пулăшмалла. Мăн туса пулăшма пултаратпăр-ха эпир вĕсене?

( Ачасем амăшĕсене мĕнле ĕçсем туса пулăшни çинчен каласа параççĕ.)

 - Кил-çурт аннесем çинче тытăнса тăрать. Акă мĕн пĕлтерет кун çинчен статистика. Пирĕн аннесем (çемьере икĕ ача пулсан) пĕр çулталăк хушшинче 18000 çĕçĕ, вилка, кашăк, 13000 тарелка, 8000 чашăк çăваççĕ. Çак чашăк-тирĕк йывăрăшĕ 5 тоннăна çитет. Лавккана апат-çимĕç туянма утнă çул тăршшĕ 2000 çухрăмпа танлашать. Паллах, эпир аннесене пулăшсан çак хисепсене пĕчĕклетме пултаратпăр.

 Ертÿçĕ: Ачасем, Шупашкарта залив хĕрринче мĕнле палăк пур?

Ачасем: «Управçă анне».

Ертÿçĕ: Ун çине çапла çырса хунă: « Пĕр- пĕрне юратса, тăнăçлăхра пурăнакан ачасем, пехил сире».

 Экран çинче: «Управçă анне» палăкĕ, ун çине çырнă сăмахĕсем.

- Юнашар юратнă атте-анне пулсан, шкулта лайăх вĕренсен, юлташсем нумай пулсан сирĕн чĕрĕрте телейпе киленĕç хуçаланать.

 11- мĕш ача:

Эс, анне, мана çуратнă

Ирхи шăпчăк пек пулма.

Çунат хушнă та ăсатнă

Çĕр çинче телей тума.

 

12- мĕш ача:

Эс, аннеçĕм, халалланă

Вут-кăварлă чун-чĕре

Хурçă пек хĕрсе туптаннă-

Ывăнма пĕлмест ĕçре.

 13- мĕш ача:

Эс пилленĕ çут хаваслăх

Иксĕлми çиçет чунра.

Ĕмĕт-шухăшу та аслă,

Çул уçса пырать умра.

 

14- мĕш ача:

Ыр ятна, анне, ямарăн-

Пурăнап çурхи сăнпа.

Янтă çул та шырамарăм,

Эп телейлĕ çавăнпа.

  Ачасем «Виçĕ амăш « сценка лартса параççĕ.

Вылякансем: Таня, унăн амăшĕ, асламăшĕ тата автор.

 Автор: Каç пуласпа Таня урамран кĕрет. Хăйĕн пукани сĕтел айĕнче выртнине курать.

 

Таня: Хĕрĕм, ĕçÿсем мĕнле?

Каллех сĕтел айне ларнă пытанса,

Каллех çимесĕрех лартăн-и çапла?

Капла пурăнсан кайăн чирлесе.

ар-ха ман çума, çийĕпĕр пĕрле.

(Пуканине хăйĕн çине çиме лартать.)

 Автор:Таньăн амăшĕ ĕçрен таврăнать. Ачи пуканепе выляса ларнине курать.

 Амăшĕ: Хĕрĕм, ĕçÿсем мĕнле?

Каллех урамра ирттертĕн-и куна?

Каллех çимесĕрех чупрăн-и çапла?

Капла пурăнсан чирлĕн эс часах.

Лар-ха çумарах: капла тутлăрах.

 

(Хĕрне çумнерех лартать те çиме пуçлаççĕ.)

Автор: Часах асанне те çитет.

 

Асанне: Ĕçÿсем мĕнле, хĕрĕм? Каллех вăл ĕçре-

Пулман ĕнтĕ вăхăт çиме апатне.

Хăв тухтăр- пĕрех сывлăхна

Пĕлместĕн эс, хĕрĕм, пачах упрама.

            Часах кунашкал кайăн чирлесе.

Лар хам çума, çиер апатне.

 

( Пурте сĕтел хушшине лараççĕ, пĕр-пĕрин çине пăхаççĕ.)

Пурте: Анне пулма çăмăл мар!

 Ертÿçĕ: Çапла, ачасем, анне пулма çăмăл мар.

 

(Ачасем «Анне» юрă (сăвви те, кĕвви те А. Петровăн) юрлаççĕ).

 

- Анне! Унăн ячĕпе темĕн чухлĕ ырă та  çепĕç сăмах калас килет. Анне хăйĕн чун-чĕринчи мĕн пур лайăх енне пире халаллать, куллен-кун телей пиллесе пурнăç пурăнма вĕрентет. «Атте-анне паман ăса кĕнеке те параймĕ», - тенĕ ваттисем.

 Мĕнле ваттисен сăмахĕсем пĕлетĕр эсир атте-анне çинчен?

 

 

Экран çинче: ваттисен сăмахĕсем.

 

-Атте-анне сăмахĕ пăсăк мар.

-Ашшĕ-амăшне йĕртекен пархатар курман.

-Анне пуртан кил-çуртăм ăшă.

-Анне - чи хаклă çын.

-Аçупа аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ.

-Аçу аннÿ пур чухне пыр та тутă, çи-пуç та питĕ.

Ертÿçĕ:Анне- пуриншĕн те хаклă çын. Ун çинчен сахал мар юрă кĕвĕленĕ, сăвă çырнă.

Паян пирĕн ачасем хăйсем çырнă сăвă йĕркисене парнелĕç.

( Ачасем  хăйсем çырнă сăвăсене каласа параççĕ)

 

 

 

-Халĕ ачасем аннесем çинчен çырнă такмаксем шăрантараççĕ.

Аннепе эпир ялан

Пурăнатпăр пит аван.

Яшкине вăл пĕçерет:

«Кил-ха, хĕрĕм, çи эс ,-тет.

 

Анаталла-тăвалла

Анне килет лавккаран,

Илсе килчĕ пан улми,
Мана лекрĕ чи тутли!

 

Лар, аннеçĕм, юнашар,

Çуммăн ларса юмахлар,

Юмах юман тăрринче,

Хамăр хапха çумĕнче.

 

Эпĕ хамăн аннене

Юрататăп чĕререн.

Ак тыттарăп парнине

Хам алăпа тунине.

 

(Ачасем  амăшĕсене хăйсем аллипе тунă парнесене параççĕ.)

 

 Ертÿçĕ: Анне -çĕр çинчи чи ырă сăмах. Ача та калаçма вĕренсен чи малтан «анне» тет. Çĕр çинче пур чĕлхере те çак сăмах çепĕççĕн, ачашшăн янăрать. Анне чĕри- чи ырри, анне алли- чи ăшши…

 - Халĕ эпир çемье фотоальбомне уçăпăр. Хамăрăн тăвансем çинчен каласа парăпăр.   

 (Ачасем слайдсем тăрăх хăйсен çемьи çинчен пĕтĕмĕшле е çемьери пĕр çын çинчен каласа параççĕ.)

Экран çинче: çемьесен фотографийĕсем.

Ертÿçĕĕвел хăй ăшшине çĕр çине еплерех сапалать, аттепе-анне те хăйсен чун-чĕре ăшшине пире парнелеççĕ. Вĕсен тĕреклĕ çуначĕ айĕнче эпир нимрен шикленмнсĕрех савăнса ÿсетпĕр. Атте-анне пурри –пуянлăх. Çак пуянлăха çухатас марччĕ, тимлĕн упраса пурăнасчĕ.

 (Аннесем сăмах калаççĕ, пурне те уяа ячĕпе саламлаççĕ.)

 

Ертÿçĕ:Халĕ вара вăйăсем ирттерме те вăхăт.

 «Аннÿне уйăрса ил». Сцена çине амăшĕсемпе ачисем тухаççĕ. Ачисен куçĕсене çыхаççĕ.Вĕсен алăсем тăрăх хăйсен амăшĕсене тупмалла. Тупаймасан е сăвă каласа, е юрă юрласа, е ташă ташласа памалла.

   «Тĕлĕнмелле скульптурăсем». Тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсенчен скотч тата фломастер пулăшнипе çын кĕлетки тумалла. Пуçне тутăр çыхтарма юрать. Кам маларах тата интереслĕрех пурнăçлама пултарĕ?

 «Юрăçсем». Кашни çемье уяв ячĕпе юрă юрлать.Çĕнтерекен çемьене чечек çыххи лекет.

 «Çепĕç сăмахсем».Ертсе пыраканăн аллинче-  шур чечек. Çак шур чечекĕн кашни çеçкине татмассерен аннене юратса çепĕç сăмахсем каламалла.

 «Камăн тутлăрах?» Кашни çемье  хăй хатĕрленĕ апат-çимĕçпе паллаштарать, пурне те сĕтел хушшине чĕнет.

Ертÿçĕ: Пирĕн уяв вĕçленсе пырать. Аннесене, асаннесене, кукамайсене тепĕр хут уявпа саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.

- Атьăр-ха пурте пĕрле экран çине пăхса сăвă йĕркисене харăс вулар.

  Экран çинче: сăвă йĕркисем.

 

            Тусăмсем! Ак мĕн сире калатăп:

Аннĕре ан манăр нихăçан.

       Юратма та упрама ыйтатăп:

     Пурнăç лайăх аннесем пулсан!      


Copyright MyCorp © 2025